Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.5 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Комментари ҫырмалли йӗрке

1. Юрамасть:

  1. киревсӗр, усал тата ятлаҫу сӑмахӗсемпе (ҫав шутра цитатӑсенче те!) усӑ курма (эсир усӑ курнӑ сӑмахҫаврӑнӑшӗ е ун вариантчӗ Патмар кӑларнӑ «Ан ятлаҫ» кӗнекере пур пулсан — ку комментарине хуратмалли сӑлтав);
  2. ытти хутшӑнакансене кӳрентерме, ятлама (оппонентсене хисеплеме вӗренӗр);
  3. кам ҫинчен те пулин (ҫав шутра хутшӑнакансем пирки те) йӗкӗлтесе, витлешсе ҫырма;
  4. харпӑр ҫыннӑн хуть те мӗнле даннӑйӗсене (телефон номерӗ, адресӗ, IP тата ыт. те) пӗлтерме;
  5. комментарисенче пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем (статьясем,хайлавсем тата ыт.те) вырнаҫтарма (вӗсене кун кӗнекинче вырнаҫтарӑр);
  6. пӗр текста темиҫе хут копилесе лартма;
  7. тӗлли-паллисӗр ҫырса тухнӑ саспаллисем ҫырма (т-х: фвыавыа);
  8. СПАМ таврашӗ кӗртме;
  9. сайт тӗрӗслевҫисен ӗҫне хаклама (ҫыру ҫырӑр);
  10. урӑх хутшӑнакан ячӗпе ҫырнӑ пек кӑтартма, тепӗр хутшӑнакана евӗрлесе ҫырма;
  11. пӗр-пӗр халӑх пирки хисеплемесӗр ҫырма, вӗсен культурине, чӗлхине тата ыттине вырӑнсӑр тиркеме;
  12. Чӑваш Республикин пурнӑҫӗ пирки тиркесе кӑна ҫырма;
  13. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсакан текстсем ҫырма;

2. Чӑваш халӑх сайчӗ йышӑнӑвӗсем:

  1. эпир ватӑ ҫынсене хисеплетпӗр, ҫапла май 70 тултарнӑ е аслӑраххисем пирки нимӗнле япӑх факт та пӗлтерме, вӗсене япӑх енчен сӳтсе явма, епле те пулин кӳрентерме юрамасть. Ку йӗрке пирӗнтен уйрӑлнӑ ҫынсем тӗлӗшпе те сарӑлать.
  2. чӑвашлӑхшӑн ырми-канми тӑрӑшакансене сума сӑватпӑр. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе явма юрать, анчах та кӳрентерме — ҫук. Кама та пулин пӗр-пӗр комментари унашкал ҫынна кӳрентерни пирки пӗлтерсен эпир ӑна хуратма пултаратпӑр.
  3. комментарисенче пӗлтерни тӗрӗс е тӗрӗс маррине факт материалне тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн палӑртатпӑр. Суя япалана факт материалӗпе хурататпӑр. Комментаринче пӗлтерни тӗрӗс е суя иккенне хамӑр та, ыйтнипе те шырамастпӑр (хӑвӑр тивӗҫтерсен кӑна).
  4. эпир пур тӗне те хисеплетпӗр, ҫапла май нихӑш тӗне те хурлама, нихӑшӗ пирки те кӳрентерсе ҫырма юрамасть. Сӳтсе явнӑ чухне те хурлакан, кӳрентерекен фактсемпе усӑ курмалла мар.
  5. темӑпа пӗр килмен шухӑшсене хуратма-тасатма пултаратпӑр. Шухӑшӑн пӗр пайӗ темӑна тивӗҫтермест пулсан та ӑна тӗрӗслевҫӗсем тасатма пултараҫҫӗ.
  6. комментарисем вӑл е ку термина сӳтсе явмалли вырӑн мар.

3. Тӗрӗслевҫӗ ӗҫӗ:

  1. тӗрӗслевҫӗ комментарисене вӑхӑт пур чухне тӗрӗслет;
  2. тӗрӗслевҫӗ ҫак йӗркевсене пӑхӑнман комментарисене хуратать;
  3. тӗрӗслевҫӗ ытти хӑш-пӗр комментарисене те хуратма пултарать — вӑл шута пӗр-пӗрне хирӗҫтерсе яма пултараканнисем кӗреҫҫӗ. Кунпа тӗрӗслевҫӗ тавлашу хӗрӳленсе кайиччен сӳнтерме усӑ курма пултарать;

4. Ытти:

  1. ку йӗркевсем улшӑнма та пултараҫҫӗ, комментарилекен унӑн хальхи версипе усӑ курса ҫырать, ӑна пӑхӑнать.


 
Категорисем: Пӗрлӗх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-12 11:45:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15700 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем